Вырăскасси фельдшер пункчĕ
Wikipediaри материал
Вырăскасси фельдшер пункчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче вырнаçнă фельдшер пункчĕ. Çуткӳль тата Вырăскасси ялĕсенчи çынсене сывлăх енĕпе упрать.
Аптека, йышăну тата процедура кабинечĕсем пур. Йывăç пӳртре вырнаçнă. Пӳрт лаптăкĕ 40 м2.
[тӳрлет] Истори
1957 çулта трахоматоз пункчĕ вырăнĕнче йĕркеленĕ.
1950-1976 çулта фельдшер пункчĕн заведующийĕ вырăнĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнче çуралнă Е.А. Горшкова пулнă. 1976 çултанпа ку вырăна Ю.И. Герасимова йышăннă.
1985 çултанпа заведующий вырăнĕнче В.И.Салмина ĕçлет.