Вырăс чĕлхи
Wikipediaри материал
Вырăс чěлхи — Раççей Патшалăхěн патшалăх чěлхи. Вырăс чěлхи çавăн пекех Белорусиpe, Казахстанpa, Киргизиpe патшалăх чěлхисенчен пěри. Чăваш Енре те конституци тăрăх вырăс чěлхи чăваш чěлхипе пěр тан патшалăх чěлхи шутланать.
Вырăс чěлхине «Language Monthly» (№ 3 за 1997) журналта çырнă тăрăх пĕтĕм тĕнчипе 285 миллиона яхăн çын пĕлет. Çавăнпа та вырăс чěлхине тěнчепе сарăлни енчен тăваттăмěш вырăна лартма пулать. 160 миллион вырăсла калаçакан ăнa хайěн тăван чěлхи тесе шутлать ( тĕнчере 7 вырăн).