Гурьева Маргарита Валентиновна
Wikipediaри материал
Гурьева Маргарита Валентиновна, — сăвăç, актриса, режиссёр. 1962 çулхи кăрлачăн 1 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кĕçĕн Тивĕш ялĕнче çуралнă.
1997 çулта Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн шутне кĕрет. 1999 çултанпа маринистсемпе баталистсен пĕтĕм тĕнчен ассоциациĕн членĕ шутланать. 1989 çултанпа театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. 1997 çултанпа «Ахрăм» халăх театрĕсен ассоциациĕн членĕ.
1995 çулта Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен премиĕн тата 1999 çулта А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература премиĕн лауриачĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1985 çулта Чăваш республикин культурăпа çӳт-ĕç училищин хареографи уйрăмне вĕренсе тухнă. Ертӳçи Нянина Людмила Николаевна пулнă. Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн жерналистикăпа режессура факультеченче вĕренет.
1979 çултанпа Чăваш патшалăх пукане театрĕнче актриса, «Пӳрнеске» чăваш халăх театрĕн режиссёрĕ пулса ĕçлет.
Чăваш телевидениĕнче «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» телепередачăна артсе пырать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырма пуçланă. Унтанпа унăн сăввисем Чăваш Енĕн, Пушкăрт Республикин, Тутарстанăн тата Азербайджанăн хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Час-часах чăваш радиопа телевидениĕнче илтме пулать.
Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Вăрттăн юрату» (сăвăсем, 1998);
- «Эп çӳнсан та çӳнса пĕтес çук» (сăвăсем, 2000);
- «Манăн çутă ĕмĕтсем» (сăвăсем, 2002).
- «Свадебные слёзы» (Туйри куççулсем, сăвăсем, 2001);
- «Колдунья, ты лгунья» (Тухатмăш, эс суеçĕ, юмахсем, 2001).
Вырăсла тата чăвашла тухнă кĕнеки:
- «Кĕмĕл сывлăм» (сăвăсем, 2002).