Именкасси (Патăръел районĕ)
Wikipediaри материал
Именкасси, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял.
[тӳрлет] Истори
Хальхи Красноармейски районне кĕрекен Именкасси ялĕнчен куçса кайнă чăвашсем пуçласа янă. Ял ячĕ тутарла имен (юман) тенине пĕлтерет. Патăръел Именкассийĕнче тутар урамĕ те пур.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мěшěнчен тытăнса 1927-мěш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи пуш уйăхěн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхěн 7 хыççăн ПЕрвомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Лисина Ева Николаевна — хальхи чăваш ача-пăча çыравçи.