Мăн Сăр карап ращи
Wikipediaри материал
Мăн Сăр карап ращи, — XVII ĕмĕрте карапсем валли касма уйăрнă Сăрçумĕнчи патшалăх юманлăхĕ. Чĕмпĕр кĕпернийĕн Кăрмăш уесĕн Улхаш, Атакасси, Кăрмăш вулăсĕсен çĕрĕсем çинче вырнаçнă пулнă. Малатан палăртнă лаптăкĕ паллă мар, XIX ĕмĕр варринче — 63 пин теççетин. 1835-1863 çулсенче раща удел шайĕнче пулнă, кайран казнана куçарнă.
Кăнтăр енелле Улатăр карап ращи (10 пин теççетин) вырнаçнă пулнă.