Мукина Ираида Васильевна
Wikipediaри материал
Мукина Ираида Васильевна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1957 çулхи нарăсăн 6 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам, Тури Туçари вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă. 1974-1979 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 16 çул хушши республикăн тĕп хаçатĕнче — «Коммунизм ялавĕ», каярахпа «Хыпар» хаçатра куçару пайĕнче тăлмачăра ĕçленĕ. 1994 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕнче вăй хурать. Чĕлхе ыйтăвĕсене тишкерет, Ираида Мукина тĕпчевĕсем И.Я.Яковлев еткерĕпе, унăн куçару ĕçесемпе çыхăннă.
Ираида Мукина 20 ытла статья тата «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» («Руссика» издательстви, 1998) монографи авторĕ. 1999 çулта «Библин чăвашла куçарăвĕ чăваш литература чĕлхине йĕркелесе çирĕплетес ĕçри вырăнĕ» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ.