Тури Туçа
Wikipediaри материал
Тури Туçа, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял. 1927 çулчен Чирĕклĕ Туçа ятлă пулнă.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, аптека пункчĕ, халăх музейĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Яла 1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнче куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă.
Малтанхи вăхăтра çынсем çĕр айĕнчи пӳртсенче, Çĕрпӳрт çырми хĕрринче пурăннă.
Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем чăвашланса кайнă, халĕ вĕсен ачисем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.
Чĕмпĕр кĕперниĕн Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта ялта 68 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын тата 181 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Мулюков Геннадий Фёдорович, краевед.
[тӳрлет] Тури Туçа полковникĕсем
Тури Туçа вăтам шкулĕ нумай çынна ăс панă, малашлăха суйласа илме пулăшнă. Унтан вĕренсе тухнисен хушшинче полковниксен йышĕ питĕ нумай:
- Румянцев Сергей Трифонович;
- Телегин Александр Семёнович;
- Дмитриев Анатолий Георгиевич;
- Корнилов Николай Германович;
- Пласкин Никоалй Васильевич;
- Табаков Феоктист Алексеевич.
Подполковниксен тата майор таран çитнĕскерсен шучĕ тата нумайтарах.