Напёрсткина Пелагея Матвеевна
Wikipediaри материал
Напёрсткина Пелагея Матвеевна, — вĕрентекен. 1898 çулта Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ) Катек (халĕ Кивĕ Катек) ялĕнче çуралнă. 1980 çулта çĕре кĕнĕ.
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1950). 1944 çулта Чăваш АССРĕн Аслă Канаш президиумĕн чаплă грамотине тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ пухнă. 1916-1967 çулсенче Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1949 çулта ачасене вĕрентес ĕçре самай çитĕнӳсем тунăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ.