Пушкин Александр Сергеевич
Wikipediaри материал
Пушкин Александр Сергеевич, — паллă вырăс сăвăçи тата прозаик. 1799 çулхи çĕртме уйăхĕн 6 Мускавра çуралнă. 1837 çулхи нарăсăн 10 Петербургра вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Мускавра çуралнă. Çуллахи кунсене Захарово салинче (халĕ Звенигород патĕнче) пурăнакан Мария Александровна патĕнче иртернĕ. Сăмах май каласан Мария Александровна Ганнибалта çуралнăн пулнă.
Ултă çул Пушкин Царскосельски Лицейĕнче иртернĕ. Сăмах май каласан Александ Пушкин пĕрремĕш лицеистсем хушшинче пулнă. Кунта вăл 1812 çулхи Тăван Çĕршыв вăрçине иртернĕ.
1815 çул пуçламăшĕнче Пушкин Гавриил Державин умĕнче хăйĕн «Царское Селори асаилĕвсем» (ăна çав çултах «Вырăс Музейĕ» журналта пичĕтленĕ).
1837 çулхи хĕлле сăвăç Ж. Дантеспа вăрçса кайнă. Вĕсен хирĕçĕве дуэль патне илсе çитернĕ. Кăрлачăн 27 сăвăçа вăйлă амантнă. Икĕ кун иртсен Александр Пушкин перитонитран вилнĕ.
[тӳрлет] Чăваш чĕлхе çине куçарни
Александр Пушкинăн сăввисене нумай чĕлхе çине куçарнă. Çавăн пекех нумай чăваш сăвăçи унăн сăввисене чăваш чĕлхи çине куçарнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- «Руслан тата Людмила»
- «Пăхăр юланут»
- «Евгений Онегин»
- «Капитан хĕрĕ»
- «Пётр историĕ»
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |