Савельев-Сас Александр Сергеевич
Wikipediaри материал
Александр Сергеевич Савельев-Сас, — чăваш сăвăçи, çыравçи. 1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи кĕрекен Юламан ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.
Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. М. Трубина ячĕллĕ тата Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1951-1954 çулсенче хĕсметре тăнă. Кайран каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Стерлитамак патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, хаçатра ĕçленĕ.
Ку таранчен унăн Шупашкарти хаçат-журналсенче калавсемпе повеçсем чылай пичетленнĕ. Вĕсенчен паллăраххи, сăмахран «Ют арăм» повеç. Ултă кĕнеке çырнă. Унăн сăвви-калавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă. Пушкăрт республикинче пурăнать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Кĕнекисем: «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), «Сăвăсем» (2000).