Тĕмер (Елчĕк районĕ)
Wikipediaри материал
Тĕмер, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Ял Çирĕклĕ юханшывăн икĕ айăккинче вырнаçнă. Ял тăрăхĕнче икĕ кӳлĕ, пĕве пур. Елчĕкрен 15 çухрăмра ларать. Шупашкара çити 140 çухрăм, Канаша çити 60 çухрăм. 2004 çулта яла газ кĕртнĕ.
Ялта 2004 çул пуçламăшĕнче 315 килте 921 çын пурăннă.
XVIII ĕмĕрте хăпартнă чиркӳ пирĕн кунсемченех упранса юлнă. Ялта лавкка, шкул, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ, вулавăш пур.
Ял çывăхĕнче çавăн пекех «Труд» ял хуçалах кооперативĕн фермисем, трактор паркĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшчен Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мěш çулченПатăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Ял епле пулни çинчен çапла калани пур. Яла Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕн çыннисем куçса килсе никĕсленĕ теççĕ. Истори хучĕсенче ял çинчен çапла çырса хăварнă: «Новое Тинчурино (Тимерево), Степной тож (Тюмерли) при реке Ерыкле».
XVIII ĕмĕрте кунта Турăн Хĕрес Воздвижени чиркĕвне купаласа лартнă хыççăн яла Воздвиженски теме пуçланă. Тĕмер ят çармăсла «юманлăх» пек куçарăнать.
Архив хучĕсем тăрах 1710 çулта ялта 32 хуçалăх пулнă. 1721 çулта хуçалăхсен шучĕ 23 танлашнă, пурĕ 127 çын пурăннă.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине ялтан 253 çын хутшăннă, вĕсенче 106-шĕ каялла таврăнман.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Сенĕк Иван Герасимович, прозаик.
- Кели Григорий Иванович, сăвăç, критик.