Теветкел Николай Александрович
Wikipediaри материал
Теветкел Николай Александрович (чăн хушамачĕ Петровский), — сăвăç, çыравçă, драматург, тăлмач. 1937 çулхи утă уйăхĕн 11 Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Савкка ялĕнче çуралнă.
1976 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1997 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Сĕнтĕрвăрри профтехучилищинче, Шупашкар художество училищинче, Аслă литература курсĕсенче пĕлӳ илнĕ.
Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хаçат-журналта ун сăввисем 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пичетленме пуçланă. «Çамрăклăх сăввисем» кĕнеке 1964 çулта тухнă. Кун хыççăн сăвăç пултарулăхĕ çултан çул çĕкленсе пынă. Ун сăввисем Мускав журналĕсенче курăнма пуçлаççĕ. Сăвăласа çырнă «Киремет» трагеди Чăваш академи драма театрĕн сцени çине тухни пысăк ӳсĕм пулса тăрать. Унăн прозăра та ăнăçусем пур: «Хура сулă» кĕнеке. Сăваç чăваш поэзине сонета çирĕппĕн кĕртсе пысăк пултарулăх кăтартрĕ.
10 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă: