Турхан (Патăръел районĕ)
Wikipediaри материал
Турхан, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял. 1926 çулчен Турханкас ятлă пулнă.
[тӳрлет] Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 30 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мěшěнчен пуçласа 1927-мěш çулченПатăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи пуш уйăхěн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхěн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
1927 çулчен Пăва уйесĕн Турхан вулăсĕн администрациĕ вырнаçнă. 1935 çулхи пуш уйăхĕн пĕрремĕшпе 1939 çулхи пуш уйăхĕн çиччĕмĕшчен Турхан районĕн администрациĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Петров Анатолий Алексеевич, кĕвĕçĕ.
- Кокель Алексей Афанасьевич, живописец, график, профессор.
- Кушманов Николай Константинович, сăвăç.