Абхази
Wikipediaри материал
|
|||||
Патшалăх чěлхисем | абхаз тата вырăс чĕлхисем (Грузи Коституцийĕпе килĕшӳллĕн грузипе абхаз чĕлхисем) | ||||
Тěп хула | Сухуми | ||||
Чи пысăк хула | Сухуми | ||||
Президент | Багапш Сергей Васильевич | ||||
Премьер-министр | Александр Анкваб | ||||
Лаптăкě - Пěтěмпе |
вырăнта 8600 км² |
||||
Халăх йышě - Пěтěмпе (2000) - Плотность |
вырăнта 250 000 29/км² |
||||
Валюта ячě | Вырăс тенки | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +03 пуçласа +03 таран | ||||
Патшалăх гимнě | Абхази республикин гимнĕ | ||||
Интернет доменě | [[]] | ||||
Тел. префиксě |
Абхази (абх. [Апсны], груз. აფხაზეთი [апхазети]), — хут çинче Грузи шутне кĕрекен республика. Хăйне уйрăм патшалах тесе шутлать, анчах та ыттисем унпа килешсех каймаççĕ халлĕхе. Республика малтанхи Абхази АССРĕн çĕрĕсем çинче йеркеленнĕ. Грузи шутне кĕрет пулсан та Тбилисине пăхăнмасть. Абхазин ирĕклĕхне тĕнчери пĕр патшалăх та йышăнман.
Абхази хăйĕн почтă маркисем кăларать. Укçи — Раççей тенки.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хулисем
Тĕп хули — Сухуми. Ытти хулисем:
[тӳрлет] Пайланăвĕ
Абхази 7 уйрăм çĕр çине (патшалăх элемĕ çинчи 7 çăлтăр çакна пĕлтерет) пайланать — Садзен, Бзып, Гумаа, Абжуа, Самурзакано, Дали-Цебелда, Псху-Аибга.
Абхази çĕрĕ Кавказхыçри çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, кăнтăр-хĕвеланăç енче Хура тинĕс вырнаçнă. Тинĕс хĕрри яка та тӳрĕ, çыран хĕрринче галькăллă сарлака пляжсем вырнаçнă.
Республикăн самай пысăк лаптăкĕнче (75 % патнелле) сăртсем вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăнĕ — Домбай-Ульген сăрчĕ (4046 м). Тĕп хребет урлă Абхазине сăрт каççисем çитереççĕ — Клухорски (2781 м), Марух (2739 м) т.ыт. Абхазирен Грузине каякан çулсемпе халĕ усă курмаççĕ — вĕсем çинче минăсем çине лекме пулать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен Абхазине Колхида айлăмĕ кĕрет. Айлăмăн ансăн пайĕ Кодори юханшывĕн хĕррипе çурçĕр-хĕвеланăçнелле тăсăлать. Сăртсемпе айлăмсем хушшинче сăртлăхсем ункă евĕр. Абхазиинче карстлă пулăмсем самай тĕл пулаççĕ: Курак, Абрскила, Анакопи çĕр шăтăкĕсем т.ыт.
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс, шавлă юханшывсем, субтропик курăкĕсемпе йывăçĕсем ку вырăна самай илем кӳреççĕ.
Юханшывсем Хура тинĕсе юхса кĕреççĕ. Чи пысăккисем — Кодор (Кудры), Бзыбь, Кяласур, Гумиста — вĕсем шывĕсем тулли. Вĕсем çумăр шывĕпе, çавăн пекех çуркунне юр шывĕпе тулаççĕ. Сăртсем хушшинче питĕ илемлĕ кӳлĕсем (вĕсен шучĕ 180 ытла) вырнаçнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем — Рица тата Амткял.
Вăрмансенче тĕрлĕ чĕрчунсем тĕл пулаççĕ: упа, хир сысни, çӳлевĕç, паха пăлан (благородный олень), хир качаки, тур; çӳлерех вырăнсенче — серна, кавказ ăсанĕ; айлăмĕсенче — шакалсем; юханшывсемпе кӳлĕсенче — ăркай, лосось, сазан, шăла и т.ы.т.
Абхазинче Рица, Гумиста, Пицунда çутçанталăк управĕсем вырнаçнă.
[тӳрлет] Абхазин паллă çыннисем
Нестор Лакоба, Александр Шервашидзе, Фазиль Искандер, Шалва Инал-Ипа, Владислав Ардзинба, Сергей Багапш, Нодар Чанба, Хибла Герзмава, Алиса Гицба, Диана Воуба, Лео Бокерия, Сергей Кириенко, Зураб Соткилава, Юрий Воронов, Ксения Георгиади, Диана Гурцкая.
[тӳрлет] Халăхĕ
Абхазсене Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене панă пирки вĕсем Раççей гражданĕсем шутланаççĕ. Абхазинче пурăннă грузинсем вăрçă вăхăтĕнче килĕсене пăрахса тарнă, хăшĕсем вара вăрçă хыççăн каялла таврăннă.
Халăх йышĕ — 320 пинĕ çын (2001): абхазсем, эрменсем, вырăссем, грузинсем, грексем, эстонсем, нимĕçсем, поляксем.