Web Analytics

See also ebooksgratis.com: no banners, no cookies, totally FREE.

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Енĕш Нăрваш — Wikipedia

Енĕш Нăрваш

Wikipediaри материал

Енĕш Нăрваш, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Тупмалли

[тӳрлет] Истори

Енĕш Нăрваш 1563 çулта Тимеш (Тăвай) ялĕнчен уйрăлса никĕсленнĕ. 1565 çулта кун çути курнă "Писцовой тата мишавай" кĕнекинче çапла çырнă: "Деревня новая, в ней три двора, что поставили ту деревню Тимяшевские чуваши Янших да Охметка, да Кебяк на порозшей мордовской земле у государева оброчные деревни - у Норваши вверх речки Норваши - за хорошевскими полями. Тому два года и живут в той деревне Янших с товарищи".

Тĕрле çулсенче ял ятне тĕрлĕрен каланă. Яла пуçлакансем çырма хĕрринче ларнăран ăна Çĕнĕ Çырма, Çĕнĕ ял тенĕ пулмалла. 1781-1782 çулсенче д.Янтиково (Синь Сирма) тесе çырни пур. 1859 çулта - Нăрваш çырминчи Аслă Нăрваш ялĕ тенĕ. 1867 çулхи карттă çинче - "Норваш, 403 двора" тесе палăртнă. 1898 çулта ялта чиркӳ туса лартнă хыççăн ăна Енĕш Нăрваш сали (вырăсла село Яншихово-Норваши) тесе калама та, хут çине çырма та тытăннă.

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Канаш районне кěнě. 1935 çулхи пуш уйăхěн 1 хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхěн 3 хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.

Çулсем Хронологи таблици
1563 Виçĕ чăваш куçса килсе яла никĕсленĕ
1565 Ял çинчен пуçласа Писцавай кĕнекере çырса кăтартнă
1700 Кивĕ ял çунса кайнă, çĕнни Сикте çăлĕ патне куçса ларнă
1710 Ревизи вăхăтĕнче ялта 24 кил шутланнă
1725 Ял çыннисене Христос тенне кĕртсе Шăхаль чиркӳ прихочĕ çумне çирĕплетнĕ
1763 Тĕне кĕнисене Нăрваш Сали чиркӳ прихочĕ çумне çирĕплетнĕ
1858 Ялта 139 кил шутланнă
1871 Ялта шкул ĕçлеме пуçланнă
1895 Ял çыннисен пухăвĕнче ялта чиркӳ лартма йышăннă
1898 Ялта чиркӳ туса пĕтернĕ, служба ирттерме пуçланă
1903 И.Я.Яковлев пулăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ
1905 Ялта пушар тухса 83 кил тĕппипе кĕлленнĕ
1908 Пушар тухса 30 кил çунса кайнă
1911 Ялта 427 кил шутланнă
1912 Чиркӳ çурчĕ çунса кайнă
1914 Çĕнĕрен туса лартнă чиркӳ ĕçлеме пуçланă
1922 Ялта комсомол ячейки йĕркеленнĕ
1927 Вулав çурчĕ уçăлнă
1930 Ял халăхĕн мăн пухăвĕнче "Енших" ятлă колхоз тума йышăннă
1930 Колхоза "Красная Чувашия" ят панă
1933 Колхоза пĕрремĕш трактор "Фродзон" илсе килнĕ
1934 Колхоз пĕрремĕш автомобиль туяннă
1939 Ялта пушар тухса 114 кил çунса кайнă
1955 Колхозра кукуруза акма пуçланă
1956 Ялти килсене электричество кĕнĕ
1957 Чиркĕве пăсса клуб тата ял совечĕпе колхоз правленийĕн çурчĕсене туса лартнă
1961 Вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне туса ларнă, унта ачасене вĕрентме пуçланă
1967 Канашран Енĕш Нăрваша автобус çӳреме пуçланă
1979 Колхоз правленийĕ, ял совечĕ, почта уйрăмĕ, перекет касси çĕнĕ çурта куçнă
1981 Тăрмăша тухакан çула асфальт сарнă
1983 Ялта çĕнĕ культура çурчĕ туса пĕтернĕ
1987 Ялта ача сачĕ туса пĕтернĕ, ĕçлеме пуçланă
1990 Ялта историпе асăну музейĕ уçăлнă
1991 Ялта çĕнĕ чиркӳ çурчĕн никĕсне хывнă
2000 Яла çутçанталăк газне кĕртнĕ
2002 Ялта врач офисĕ ĕслеме пуçланă

[тӳрлет] Статистика

Çулсем Кил-çурт шучĕ Халăх йышĕ
1565 3
1710 24
1763 99 553
1858 139 1152
1861 1135
1867 225 1344
1870 235 1157
1878 551 арçын
1895 322 1941
1897 353 1918
1901 353 2083
1907 427 2188
1911 427 2216
1924 460 1836
1930 510 2336
1940 437 2329
1945 470 1816
1950 526 2187
1974 613 2783
1991 618
1998 637 1767
1999 642 1690
2000 648 1723
2001 652 1661
2002 652 1668
2003 652 1656
2004 652 1631
2005 656 1636

[тӳрлет] Шкул

Енĕш Нăрвашри вăтам шкул

1871 çулхи октябрь пуçламĕшĕнче Енĕш Нăрвашра Николай Максимович Богородицкий пуп тăрăшнипе чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче пирвайхи уроксем пулаççĕ. Шкула 30 ар çын ача çӳреме пуçланă. Паллă датăсем

Çулсем Хронологи таблици
1871 Енĕш Нăрваш чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă
1874 Енĕш Нăрваш шкулĕнче учитель пулса М.Т.Тимофеев ĕçлеме тытăннă.
1879 Енĕш Нăрваша пуçласа И.Я.Яковлев шкул çурчĕ тума çĕр уйăрса пама ыйтма килнĕ.
1882 Енĕш Нăрвашра халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен министертсвăн вырăс мар халăхсен пĕр класлăучлищине уçнă.
1902 Енĕш Нăрвашри пĕр класлă училищăна икĕ класлă учлиĕ шутне куçарнă.
1920 Енĕш Нăрваш шкулĕ çумĕнче ликбез уçăлнă.
1932 Енĕш Нăрвашри шкула "Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕ" ята панă.
1935 Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен çичĕ çыл вĕренмелли шкул туса хунă.
1939 Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлӳ паракан шкул ĕçлеметытăннă.
1958 Енĕш Нăрвашра икĕ хутлă кирпĕч шкул çурчĕ купалама тытăннă.
1961 Шкулăн çĕнĕ çуртне хутя янă.
1971 Енĕш Нăрваш шкулĕн 100 çулхи юбилейĕ. Шкула Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумен Хисеп Грамотипе наградăланă.
1975 Икĕ хутлă шкул çурчĕ çумне кирпĕчрен тĕртсе спорт залĕ купаланă.
1990 Шкул районта чи малтан "БК-0010-01" компьютер туяннă.
1991 Ялти историпе асăну музейне "Халăх музейĕ" ята панă.
1991 Енĕш Нăрваш шкулĕн 120 çулхи юбилей.
1996 Енĕш Нăрваш шкулĕн 125 çулхи юбилей.
1996 Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш Республикин Хисеп Грамотипе наградăлани çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Указ кăларнă.
1996 Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Енĕш Нăрваш шкулĕнче пулнă, шкула Чăваш Республикин Хисеп Грамотипе наградăланă.
2002 Шкул Интернет сеть системине кĕнĕ.
2002 Кушкăри татат Нăрваш Салинчи кĕçĕн классене Енĕш Нăрваш шкулĕ çумне пĕрлештернĕ.

[тӳрлет] Музей

Енĕш Нăрвашри музей

Ялти музея, "Историпе асăну музейĕ" ят парса, 1990 çулхи декабрĕн 21-мĕшенче уçнă. Музей И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1903 çулта туса лартнă шкул çурчĕнче вырнаçнă. Историпе асăну музеĕнче çакăн пек пӳлĕмсем ĕркеленĕ:

- этнографипе ял пурнăçĕ;
- шкул историйĕ;
- колхоз историйĕ;
- çĕршыва хӳтелекенсен пӳлĕмĕ;
- И.Я.Яковлевăн асăну пӳлĕмĕ;
- художниксен пӳлĕмĕ;
- картинăсемпе скульптурăсен пулĕмĕ;
- музей фондчĕн хранилищи.

1991 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне "Раççей Федерацийĕн халăх музейĕ" ята панă. Халĕ вăл "Енĕш Нăрваш историпе асăну халăх музейĕ" ятлă.

Музейра пурĕ 5316 экспонат. Вĕсен шучĕ кунсеренех хутшăнса пырать.

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Ссылкăсем

Static Wikipedia (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu

Static Wikipedia February 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu