Спиридонов Моисей Спиридонович
Wikipediaри материал
Спиридонов Моисей Спиридонович, — живописец, график. 1890 çулхи авăн уйăхĕн 24 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. 1981 çулхи пуш уйăхĕн 31 Шупашкарта вилнĕ. 1933 çултанпа СССРти ӳнерçисен пĕрлешĕвне кĕрет.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1912 çулта Хусанти ӳнер шкулне, вĕренсе пĕтернĕ. 1912-1918 çӳлсенче Санкт-Петербургри Ӳнер академиĕн Аслă ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор мастерскоĕ тăрăх вĕреннĕ. Çавăн пекех Ӳнер академиĕн Аслă Вĕрентев курсĕсене пĕтернĕ.
1919-1920 çӳлсенче Шăхасанри педагогика техникумĕнче вĕрентекен, 1920-1923 çулсенче Чăваш облнаробразăн ИЗО уйрăмĕн ертӳçи, 1927-1932 çулсенче АХРРăн Чăваш филиалĕн председателĕ, 1941-1955 çулсенче Чăваш АССРăн ӳнерçисен пĕрлешĕвĕнче правлени председателĕ, 1940-1950 çулсенче Чăваш ӳнер училищинче вĕрентекен пулса еçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Картинăсем:
- "Пузырист" (1926)
- "В избе-читальне" (1927)
- "Ударная бригада бетонщиков на строительстве Канашского ВРЗ" (1935)
- "Школьница" (1945)
- "Чувашка Ирина" (1946)
- "Трудовая Волга" (1948)
- "Моя родина" (1952)
- "Невеста" (1960)
Çавăн пекех унăн ĕçĕсем шучĕнче "Чувашский орнамент" альбомĕ (1920—1981), плакатсем, вĕренӳ кĕнекисенчи ӳкерчĕксем (1920-1930 çç.), К.Ивановăн "Нарспи" поэмипе лартнă спектаклĕ (1920-1930 çç.).