Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)
Wikipediaри материал
Кивĕ Ахпӳрт, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Ял малтан Ахпӳрт ятлă пулнă. Кивĕ текен сăмах каярах, XVII ĕмĕр вĕçĕнче 9 кил-йыш ялтан куçса кайса Пăва юханшывăн тепĕр енче çĕнĕ ял туса хунă хыççăн хутшăннă. Çĕнĕ яла Çĕнĕ Ахпӳрт теме пуçланă.
Яла никĕслекенсем халĕ Канаш районне кĕрекен Кивĕ Ахпӳрт ялăн çыннисем пулнă. Г.Ф. Мулюков краевед тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх яла 1634 çулта никĕсленĕ. Вăлах яла никĕсленĕ çынсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ. Ялти халапсем тăрах яла Еливан, Салма, тата Кăтра ятлă çынсем никĕсленĕ. Çаван пекех Сеприхана асăнаççĕ.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Буинск уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Карягина Марина Фёдоровна, сăвăç.
- Мукина Ираида Васильевна, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.