Милли Алексей Прокопьевич
Wikipediaри материал
Милли Алексей Прокопьевич (чăн хушамачĕ Прокопьев), — чăваш публицисчĕ, сăвăçи, этнограф, фольклорист. 1894 çулхи нарăсăн 12 Пăва уесĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ) çуралнă. 1942 çулхи кăрлачăн 12 Çӳрçĕр-Урал лагерĕнче вилнĕ.
Граждан вăрçи çухне «Чухăнсен сасси» хаçатăн, «Атăл юрри» литература альманахĕн редакторĕ пулнă. Чăваш литераторĕсен обществин пуçлаканĕ пулнă.
1923 çулхи кĕркуннерен арĕсленичченех (1938 çулхи çĕртме 26) Мускавра пурăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Александр Пушкинăн «Цыгане» поэмине (1914), революци юррисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Чăваш халăх пултарулăхне пуçтарнă.