Шурут Нурăс
Wikipediaри материал
Шурут Нурăс, — Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи ял. Кунта Шурут ял совечĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Малтан Пăва уесне кĕнĕ. Кайран, 1920 çулхи утă уйăхĕн 31 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Мăрат вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççан ял Йĕпреç районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççан Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççан Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççан Комсомольски районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççан каллех Патăръел районне кĕнĕ.
1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 пуçласа хальхи вăхăтчен Комсомольски районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Милли Алексей Прокопьевич, чăваш публицисчĕ, сăвăçи, этнографĕ, фольклорисчĕ.