Пăлакасси
Wikipediaри материал
Пăлакасси, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял. Пăла юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ пурăнакан вырăнсем шутне кĕрет. Никĕсленме 1870-1880-мĕш çӳлсенче никĕсленнĕ теме пулать. Çыннисем кунта Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă. 1868 çулхи астăвăм кĕнекинче ку яла асăнман. 1911 çулхи кашни кил çырăвĕпе килĕшӳллĕн кунта 26 кил, вĕсенче 82 арçынпа 69 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Буинск уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Тарасов Арсений Алексеевич, чăваш çыравçи, драматургĕ.