Первомайски (Патăръел районĕ)
Wikipediaри материал
Первомайски, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи сала. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă.
Ялта шкул, ача-пăча вулавăшĕ, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, МТС, аптека пур.
[тӳрлет] Истори
Яла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.
Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Горшков Николай, чăваш сăвăçи.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, чăваш сăвăçи.
- Исмуков Николай Аверкиевич, чăваш сăвăçи.
- Митта Василий Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Иван Егорович, чăваш çыравçи, тăлмачĕ.
- Митта Ирина Вингеровна, чăваш тăлмачĕ.
- Митта Николай Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Пётр Егорович, чăваш çыравçи, драматургĕ.
- Митта Яков Егорович, чăваш сăвăçи.