Сăкăт (Патăръел районĕ)
Wikipediaри материал
Сăкăт, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял. Ялта вăтам шкул, ял клубĕ пур.
[тӳрлет] Истори
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Буинск уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Ильин Иван Николаевич, — сăвăçă, прозаик, публицист.
- Ильин Станислав Петрович, — юрăсем валли сăвă çыракан, публицист, куçаруçă.
- Юхма Мишши, чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ.