Еншик
Wikipediaри материал
Еншик, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял, Пăла хĕрринче вырнаçнă.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.
[тӳрлет] Истори
Ку ялпа çывăх хулашсем вырнаçнине асра тытсан ку вырăнта малтан пăлхарсем пурăнни çинчен калама пулать. Еншик патĕнче те улăп тăпри пур.
1805 çулта Пăва уесĕнчи çĕрсене тĕпрен уйăрма пуçличчен Еншикре 64 кил пулнă. Яла пуçарса яраканĕсем Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă, е Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕсенчен пулнă пулас.
1911 çулхи Чĕмпĕр кĕпернийĕнчи кашни киле çырса илнĕ чухне ялта 148 кил, пурăнакансен йышĕ 900 çын патнелле пулнă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мěшěнчен тытăнса 1927-мěш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхěн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Сантăр Аксар, критик, сăвăç.