Тăрăн (Патаръел районĕ)
Wikipediaри материал
Тăрăн, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял, Пăла хĕрринче вырнаçнă.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.
[тӳрлет] Истори
Яла 1600 çулсен пĕрремĕш пайĕнче кунта юнашар вырнаçнă Сăкăт, Татмăш, Еншик, Тикеш, Кивĕ Катек ялĕсене пуçарса янă вăхăтра никĕсленĕ. Яла никеслекенĕсем халĕ Шупашкар районĕнче вырнаçнă Тăрăн ялĕнчен тухнă пулнă.
1839 çулта кунта уделлĕ училище уçăлнă. 1747 çулта Çветуй Чудотворец Николай ятне хисеплене храм çĕкленĕ. Арçын ачасене вĕрентес пуçсăр хĕрачасене вĕрентекен училище те пулнă.
1868 çулта кунта 78 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын, 189 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта ялта 141 кил пулнă, хут пĕлекеннисен шучĕ 67 çын пулнă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхěн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мěшěнчен тытăнса 1927-мěш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхěн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.